Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
18 Кӑрлач 2023, 14:50

Ĕпхÿре Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртĕ

Февраль уйăхĕн 9-15-мĕшĕсенче  Ĕпхÿ хулинче пуçласа «Свой путь» Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртĕ.

Ĕпхÿре Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртĕ
Ĕпхÿре Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртĕ

Кăтарту (смотр-показ) вăйăпа документаллă тулли тата кĕске метражлă картинăсенчен тăрĕ, çавăн пекех фильм-дебютсенчен. Фестивалĕн хăйне евĕрлĕхĕ паянхи саманан актуаллă тата çивĕч ыйтăвĕсене халалланă фильмсене вĕсен кураканĕсемпе пĕрле ăна паянхи вăхăтăн паттăрĕсем – артистсемпе писательсем, общество деятелĕсем, блогерсем тата медийлă персонажсем – паллă тата пурнăçра хăйсене тупнă çынсем пăхĕç. Программăна çавăн пекех çакăн йышши çынсен çул-йĕрне, ăна епле майпа утса тухма пултарнине сăнласа паракан фильм-портретсем кĕнĕ.

«Свой путь» фестивлĕн географийĕ питĕ анлă. Апла пулин те Ĕпхÿ хулинче унăн тĕп мероприятийĕсем иртĕç: фестивале чаплă лару-тăрура уçни, унта хутшăнакансемпе фильмсене сÿтсе явни, жюри членĕсем сасăлани, çавăн пекех çĕнтерÿçĕсене палăртни, чыслав церемонийĕ.

Ытти регионсенче те фестиваль мероприятийĕсем «Свой путь. Избранное» форматпа иртĕç. Хăнасене кинофестиваль çĕнтерÿçисемпе, çавăн пекех уйрăм интерес çуратнă фильмсемпе те паллаштарĕç. Фильмсене сÿтсе явассине федераллă пĕлтерĕшлĕ медийлă тата регионти паллă çынсене явăçтарĕç. Куракансен сасăлавĕ тăрăх асăннă регионти кинофестивалĕн чи лайăх фильмне палăртĕç. «Свой путь» Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль программине конкурс программине кĕнĕ киносене кăтартассине, вĕсене паллă çынсемпе сÿтсе явассине, фестивалĕн хăш-пĕр мероприятийĕсене онлайн мелĕпе кăтартассине, Раççей дизайнерĕсен пултарулăхĕпе паллаштарассине кĕртнĕ. Кăтартусем паянхи модăллă туртăмсенчен тата регионти наци сĕмĕсенчен тăрĕç. Проект культура пуçарăвĕсен Президент фончĕн пулăшăвĕпе пурнăçа кĕрет. Фестиваль сайчĕ: http://mywayfestival.ru. ВКонтакте: http://vk.com/mywayfestival1.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: