+11 °С
Пӗлӗтлӗ
- Пăтăрмахсем сиксе тухман. Граждансем шыва кĕмелли вырăнсене çаплах килеççĕ. Регистраци иртнĕ мĕнпур вырăнсенче Раççейĕн Инкеклĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсем, çăлавçăсем, медицина тата полици ĕçченĕсем, администраци представителĕсем дежурство йĕркеленĕ, - тесе пĕлтернĕ ведомство пресс-службинче.
Иртнĕ çулхине çак вăхăт тĕлне Кăшарни вакĕсенче тĕне ĕненекен 17 пин çын шыва кĕнĕ.
Ĕпхÿ хулинче январь уйăхĕн 19-мĕшĕн ирхи 6 сехет тĕлне хулари ваксене 6 224 çын çитнĕ, вĕсенчен 2 975-шĕ шыва кĕме кăмăл тунă.
Кăçал Пушкăртстанра шыва кĕме 99 вырăн хатĕрленĕ. Январь уйăхĕн 18-19-мĕшĕсенче вĕсенче çăлавçăсем, полици тата медицина ĕçченĕсем дежурствăра тăраççĕ.