Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Кӑрлач 2023, 17:05

Шкул ачисем столовăйне таракан илсе килнĕ

Ишимбай хулинчи 18№ шкулăн вĕренекенĕсем столовăйне каяс мар тесе хăйне евĕрлĕ май тупнă. Вĕсем унта таракан илсе килнĕ, видео ÿкернĕ, ăна социаллă сетьре кăларнă. Кадрсенче сĕтел тата апат тăрăх таракан чупни курăнать. Кадрсен хыçĕнчи сасăсем «Çакă пирĕн 18-мĕш шкул» тесе калаççĕ.

Шкул ачисем столовăйне таракан илсе килнĕ
Шкул ачисем столовăйне таракан илсе килнĕ

Ролик социаллă сетьсенче сарăлнă хыççăн хулари вĕрентÿ управлени шкула тĕрĕслевпе килсе çитнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче видео авторĕсем хурт-кăпшанка хăйсем шкула илсе килни çинчен каласа панă.

 - Социаллă сетьсенче сарăлнă пулăма, 18№ шкулăн апат-çимĕç блокĕнче хурт-кăпшанкă пуррипе çуккине тĕпчес тĕллевпе служба тĕрĕслевĕ ирттернĕ. Таракансем тупăнман. Социаллă сетьсенче видео кăларнă шкул ачисемпе педагогика ĕçĕ йĕркеленĕ. Çакăн хыççăн ачасем вĕри апатланăва хирĕç пулни пирки шкула хурт-кăпшанкă илсе килнине çирĕплетнĕ,  - тесе пĕлтернĕ Ишимбай хулинчи вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи Ильшат Исмагилов.

Çавăн пекех вĕрентÿ учрежденийĕнче январь уйăхĕн 9-мĕшĕнче дезинфекци ирттернине те палăртнă. Унсăр пуçне кĕрхи каникул вăхăтĕнче дератизаципе дезинсекцине тунă.

Шкул столовăйĕнче апатланма хирĕç пулнин сăлтавĕ – ачасен шухăшĕпе шайлаштарнă (сбалансированный) апат фастфуд пек тутлă марри. Унччен маларах республикăри вĕрентÿ министрĕ Айбулат Хажин ашшĕ-амăшĕсене çемьесене сывлăхлă апатлану культурине  илсе пыма чĕнсе каланă. Çакă вĕрентÿ учрежденисенче ачасем апатланма хирĕç пулнине чакарĕ.

Регионти Роспотребнадзор пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 18№ шкулта шăв-шав çĕкленни пирки ведомство специалисчĕсемпе прокуратура ĕçченĕсем тĕрĕслев йĕркелĕç.    

  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: