Урал сасси
+29 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Кӑрлач 2023, 17:50

Çулталăк çурă хушшинче Дюртюли хулинчи Шуратăл çыранĕн хĕррине тирпей-илем кĕртĕç

«Дюртюли. Пушкăртстанăн юхан шыв хапхисем» («Дюртюли. Речные ворота Башкортостана») проекта пурнăçа кĕртесси çуркунне пуçланса çитес çулта вĕçленĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан Республикинчи Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствинче.

Çулталăк çурă хушшинче Дюртюли хулинчи Шуратăл çыранĕн хĕррине тирпей-илем кĕртĕç
Çулталăк çурă хушшинче Дюртюли хулинчи Шуратăл çыранĕн хĕррине тирпей-илем кĕртĕç

Проект Пĕтĕм Раççейри конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелеме 85 млн тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Çакă 31,2 пин çын пурăнакан тата промышленность завочĕсем çук хулашăн пысăк пулăшу пулса тăрать.

Дюртюли хули мĕн авалтан юхан шывпа тачă çыхăннă. Шыв хĕрринче пĕрремĕш çуртсем хăпартнă пирки Шуратăл çыранĕн хĕрри курăмлă пулса тăнă. Проект авторĕсем хулана юхан шыв хапхисен пĕлтерĕшне тавăрма шутланă.

Малашне Шуратăл çыранĕн хĕрри пĕчĕк бизнес аталантармалли лапам пулса тăма пултарать. Проект çыран хĕррине ытти общество хутлăхĕсемпе (Матросов паркĕ, тĕп лапам) пĕрлештерме май парать. Çапла майпа канакансем вĕсене çуран утса тухма пултарĕç.

Шуратăл çыранĕн хĕрринче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшшăннисене халалласа палăк лартнине шута илсе ун тавра «шăплăх» зони йĕркелĕç: уçăлмалли тата велосипедсемпе ярăнмалли сукмаксем, шыв хĕрринчи пирссем. Вăхăта шавлă ирттермелли зонăсене – спорт тата ача-пăча, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелемелли лапамсем – сăваплă вырăнтан аяккарах вырнаçтарĕç тенĕ министерствăра.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Жильеигородскаясреда  

  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: