Урал сасси
+24 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
19 Кӑрлач 2023, 11:36

Ялти çамрăк вĕрентекенсен грант шучĕ 150 çитĕ

Пушкăртстанра ялти çамрăк вĕрентекенсене паракан грант шутне 150 çитерме палăртаççĕ. Кун пирки регионти правительствăн черетлĕ ларăвĕнче Андрей Назаров премьер-министр пĕлтернĕ.

Ялти çамрăк вĕрентекенсен грант шучĕ 150 çитĕ
Ялти çамрăк вĕрентекенсен грант шучĕ 150 çитĕ

Патшалăх пулăшăвĕн виçи 690 пинпе танлашĕ. Апла пулсан 2023 çулта регионта çамрăк вĕрентекенсене пулăшма 103,5 млн тенкĕ уйăрĕç.

Пушкăртстанра педагогсене грант уйăрассине 2019 çулхи июнь уйăхĕнче çирĕплетнĕ. Ăна 15  пинрен ытла мар çын пурăнакан ял тăрăхĕсенчи  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче икĕ çултан кая мар ĕçлекен 35 çула çитичченхи вĕрентекенсем илме пултараççĕ. Вĕсене конкурс вăхăтĕнче  ПР Вĕрентÿ министерстви суйласа илет.

Килĕшÿ тăрăх, гранта тивĕçнисем пулăшу укçи илнĕ хыççăн Пушкăртстанри пĕр районти вĕрентÿ организацийĕсенче 10 çултан кая мар,  çав шутра документсем  панă вăхăтра ĕçпе тивĕçтернĕ учрежденире виçĕ çултан кая мар, ĕçлемелле.

Çавăн пекех премьер-министр 2022 çулхи вĕрентÿ сферинчи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, «Профессионалитет» федераллă проект тăрăх республикăн 4 вĕрентÿ  кластерне  400  млн тенкĕ укçа уйăрнă, 121 мастерской уçнă, вĕсенчен 12-шне федераллă, 109-шне   WordSkiiis проектсемпе усă курса.

Республика ертÿçин хушăвĕпе правительство 2023 çулта  та вăтам  професси пĕлевĕ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсене аталантарма укçа-тенкĕ уйăрассине малалла та тăсĕ.

Унсăр пуçне республика шкул çулне çитичченхи вĕрентÿпе пур ача та усă куртăр тесе 100% таран тивĕçтерме тĕллев лартнă. Пушкăртстанра «Шкул çулне çитичченхи вĕрентÿ сертификачĕ» проекта ăнăçлă пурнăçа кĕртеççĕ. 2022 çулта  çавăн пек 2000 сертификат панă.  

#республикабашкортостан#уралсасси#национальные проекты#развитиеобразованиявреспубликебашкортостан

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: