Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Кӑрлач 2023, 17:00

2023 çулта наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме федераллă бюджетран 24,7 млрд тенкĕ уйăрнă

Çакăн пек даннăйсемпе Раççей президенчĕн ларăвĕнче (унта федераллă тата регионсенчи власть структурисем, тĕрĕслевпе надзор органĕсем хутшăннă) Пушкăртстанри тĕп федераллă инспектор Алексей Касьянов паллаштарнă. Ларăва хутшăнакансем наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе, çавăн пекех республикăри шкулсенче вĕрентÿ системине çĕнетессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

2023 çулта наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме федераллă бюджетран 24,7 млрд тенкĕ уйăрнă
2023 çулта наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме федераллă бюджетран 24,7 млрд тенкĕ уйăрнă

Иртнĕ çула илес пулсан, 12 стратегиллĕ проекта аталантарма 49,7 млрд тенкĕ уйăрнă пулнă, вĕсенчен 39,2 млрд тенкине – федераллă хыснаран.

Наци проекчĕсен шайĕнче республикăра 126 обществăлла территорие тирпей-илем кĕртнĕ, çынсене 24,4 пин тăваткал метр йышăнакан авариллĕ çуртсенчен çĕннисене куçарнă, 146 çухрăм автомобиль çулне юсанă, çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем хăпартнă, культура учрежденийĕсене çĕнетнĕ. Унсăр пуçне 28 медицина организацине тĕпрен юсанă, республикăри ача-пăчасен онкологи тата гематологи центрне, районсенче поликлиникăсем хăпартасси малалла пырать. Ял-саласенче 55 фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă. Çавăн пекех 3 пин ытла медицина оборудованийĕ туяннă, çав шутра пысăк технологиллисем те. Пĕчĕк хуласемпе районсене 54 тухтăрпа 30 фельдшера ĕçлеме явăçтарнă. Вĕсем «Ял тухтăрĕ» тата «Ял фельдшерĕ» патшалăх программисем шайĕнче тÿлевсем илнĕ.

Пушкăртстанри шкулсенче вĕрентÿ системине çĕнетессипе çыхăннă программăна илес пулсан, 2023 çулта регионта 77 шкул çуртне юсĕç.  

 - Мĕнпур ĕçсене çитес вĕренÿ çулĕ пуçланиччен сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле,  - тенĕ тĕп федераллă инспектор.

Кăçал шкулсене юсама федераллă бюджетран - 3,6 млрд тенкĕ, республика хыснинчен 690 млн тенкĕ уйăрса парĕç. Çитес вăхăтра республикăри Вĕрентÿ тата наука министерстви вĕрентÿ заведенийĕсене юсамалли графика хатĕрлĕ. Радий Хабиров Патшалăх Пухăвне янă Уçă çырура вĕрентÿ системине пулăшу парасси республикăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине палăртнă.          

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: