Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Кӑрлач 2023, 12:40

Февраль уйăхĕнчен медицина ĕçченĕсем çĕнĕ ятарлă тÿлев илме пуçлĕç

Февраль уйăхĕнчен Раççейри Социаллă фонд уйрăмĕсем, сывлăх сыхлав организацийĕсем  ятарлă пулăшăва тивĕçекен специалистсен реестрне хатĕрленĕ хыççăн, медицина ĕçченĕсене ятарлă тÿлев пама палăртаççĕ.

Февраль уйăхĕнчен медицина ĕçченĕсем çĕнĕ ятарлă тÿлев илме пуçлĕç
Февраль уйăхĕнчен медицина ĕçченĕсем çĕнĕ ятарлă тÿлев илме пуçлĕç

 - Çĕнĕ тÿлеве сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенинче вăй хуракан медицина ĕçченĕсем, тĕп район, район тата участок больницисенче ĕçлекенсем, станцисемпе васкавлă пулăшу уйрăмĕсенче тăрăшакансем илме пултарĕç. Тÿлев виçи 4,5 -18,5 пин тенкĕпе танлашĕ. Унăн виçи медицина ĕçченĕн категорийĕнчен тата организаци тĕсĕнчен тÿрремĕн килет,  - ăнлантарса панă Социаллă фондăн Пушкăртстанри уйрăмĕнче.

Тÿлев операторĕ  - Раççейри Социаллă фонд. Укçа-тенке медицина организацийĕсен даннăйĕсене шута илсе куçарĕç. Вĕсем кашни уйăхăн кăтартăвĕсене  пăхса тухса тÿлеве тивĕçекен ĕçченсен электронлă реестрне хатĕрлемелле. Реестрта ĕçченĕн хушамачĕпе пĕрле тÿлев виçине те палăртмалла.

 - Медицина ĕçченĕсен çĕнĕ тÿлеве тивĕçес тесен нимĕн те тума кирлĕ мар. Укçа-тенке çичĕ ĕç кунĕ хушшинче автомат мелĕпе куçарĕç. Январь уйăхĕшĕн илмелли тÿлеве февраль уйăхĕн вĕçĕнче парĕç. Нухрата медицина организацийĕ панă счет çине куçарса пырĕç,  - тенĕ фонд пресс-службинче.

        

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: