+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пултарулăх конкурс-фестивалĕ пилĕк номинаципе - вокал, ташă, театр, инструмент тата медиа – иртет. Конкурс ĕçĕсен тематикине хутшăнакансем хăйсем суйласа илĕç.
Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансенчен заявкăсене февраль уйăхĕн 18-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Сцена çине тухакансен ăсталăхне сумлă жюри членĕсем хак парĕç. Унăн йышĕнче республикăри паллă искусство тата культура ĕçченĕсем, Пушкăрт патшалăх аграри университетĕнчи Çамрăксен пултарулăх центрĕн ертÿçисем, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем пулĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх I, II, III, степень лауреачĕсене палăртĕç, ыттисене конкурса хутшăннăшăн дипломсем парĕç.
Тулли информаци кирлĕ пулсан 8 (919) 332 83 56 номерпе (конкурс координаторĕ) шăнкăравласа пĕлме пулать.