+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Кун пирки ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн пресс-служби пĕлтернĕ. Донорсене çĕнĕ тÿлевсемпе тивĕçтерме регион бюджетĕнчен çулталăкне 815 пин тенкĕ уйăрĕç.
- Юн пани нумай çыншăн ыркăмăллăхăн чи кирлĕ те майлă мелĕ шутланать. Кашни процедура – камăн-тăр çăлăннă пурнăçĕ. Хăш чухне пĕр çыннăн çеç те мар, - палăртнă Константин Толкачев спикер.
Çавăн пекех вăл хальхи вăхăтра Пушкăртстанра тăтăшах юн банкне тÿлевсĕр тултаракан 160 ытла донор пулнине палăртнă.