Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Кӑрлач 2023, 17:50

Февраль уйăхĕнчи канмалли кунсем

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен федераллă служба Раççей çыннисем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне паллă тунă пирки февраль уйăхĕнче миçе кун канма пултарнине пĕлтернĕ.

Февраль уйăхĕнчи канмалли кунсем
Февраль уйăхĕнчи канмалли кунсем

«Февраль уйăхĕнче пирĕн çĕршыв Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне, февраль уйăхĕн 23-мĕшне, паллă тăвать. Вăл кĕçнерни кунпа тÿр килет, канмалли кун шутланать. Январь уйăхĕн 1-мĕшне, вырсарни куна, февраль уйăхĕн 24-мĕшне, эрне куна, куçарни пилĕк кунлă ĕç эрнинче граждансене февраль уйăхĕн 23-26-мĕшĕсенче канма май парать,  - тенĕ ведомство пĕлтерĕвĕнче.

Февраль уйăхĕн ĕç кунĕ 22-мĕшĕ пĕр сехете кĕскелет. Мĕншĕн тесен вăл уяв умĕнхи кун шутланать. Ведомствăра çакна та палăртса хăварнă: ултă кунлă ĕç эрнинче февраль уйăхĕн 25-мĕшĕ, шăмат кун, ĕç кунĕ пекех юлать.

Çапла майпа февраль уйăхĕнче пилĕк кунлă ĕç эрнипе тăрăшакан граждансене 18 ĕç кунĕ кĕтет – 17-шĕ тулли тата пĕри кĕске, çавăн пекех 10 канмалли тата уяв кунĕ.

Регионти Ĕç министерствин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн 2023 çулта Пушкăртстанра пурăнакансемшĕн пурĕ 121 канмалли тата уяв кунĕ пулĕ. Çитес канмалли вăрах кунсем май уйăхĕнче килсе çитĕç.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: