Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
31 Кӑрлач 2023, 15:29

Пăши хăнана килнĕ

Çтерлĕпуç районĕнче пăши çынсем пурăнакан вырăна тухнă. Вăрман хăнипе тĕл пулнине «Эко-сити» регоператор ĕçченĕсем ÿкерсе илнĕ.

Пăши хăнана килнĕ
Пăши хăнана килнĕ

Мăйракаллă чĕр чун Учасан ялне килнĕ. Вырăнта пурăнакансен сăмахĕсем тăрăх, пăши темиçе çул хушши ĕнтĕ Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăн вĕсем патне кĕре-кĕре тухать. Çавăнпа та вăрман хăнипе тĕл пуласси вĕсемшĕн ырă йăлана çаврăннă.

Çакна та палăртмалла, пăши хăравçă йышши мар. Вăл çынсем патне пынă çеç мар, пĕрин аллинчен кучченеç те илнĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: