Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
31 Кӑрлач 2023, 14:01

Пушкăртстан - шкулсене пĕтĕмĕшле юсассипе малта пыракан регионсенчен пĕри

 Республикăра 2022 çулта «Шкулсенчи вĕрентÿ тытăмĕсене çĕнетесси»  программа витĕмĕпе 63 шкул çуртне юсанă. Çурт тăррисемпе çивиттийĕсене улăштарнă, классемпе спортзалсене йĕркене кĕртнĕ. Çак ĕç валли 3,5 млрд тенкĕ укçа уйăрнă. Çав шутран 2,9 млрд тенкĕ федераллă бюджетран, 600 млн тенкĕ - республика хыснинчен.

Пушкăртстан - шкулсене пĕтĕмĕшле юсассипе малта пыракан регионсенчен пĕри
Пушкăртстан - шкулсене пĕтĕмĕшле юсассипе малта пыракан регионсенчен пĕри

Регионти Вĕрентÿ министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, 2023 çулта федераллă программа витĕмĕпе тата 77 шкул юсама палăртаççĕ. Ăна пурнăçа кĕртме 4,3 млрд тенкĕ тăкаклĕç. 3,6 млрд тенкĕ федераллă, 700 млн тенкĕ республика бюджетĕнчен уйăрнă.

 - Республикăна питĕ пысăк, миллиардшар тенкĕ укçа килет. Заявкăсем пуçтарнă, юсамалли объектсене суйланă. Çирĕп сроксене палăртнă. Халĕ муниципаллă контрактсем тăваççĕ. Чи пĕлтерĕшли – пирĕн ачасем çутă классенче вĕренччĕр, - палăртнă ПР Вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин.

Министр сăмахĕсем тăрăх, муниципалитет шкула тĕпрен юсакан организацие суйласа илнисĕр пуçне строительство ĕçне асăрхаса тăрассипе килĕшÿ йĕркелет. Ашшĕ-амăшĕсем те юсав ĕçне тĕрĕслеççĕ.

Çакна та хушса хумалла, программа витĕмĕпе шкул çуртне юсанисĕр пуçне кирлĕ оборудовани туянаççĕ, вĕрентекенсен квалификацине ÿçтереççĕ.  

ПР Вĕрентÿ тата наука министерстви 2024-2025 çулсенче 186 шкул çуртне юсама ( 14 млрд та 720 млн тенкĕлĕх) заявка тăратнă.

#республикабашкортостан#уралсасси#национальныепроекты#развитиеобразованияреспубликибашкортостан

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: