Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Нарӑсӑн 2023, 17:41

Хула çумĕнчи электричкăсен вагонĕсем ултта çитĕç

Февраль уйăхĕн 3-мĕшĕнчен «Ласточка» хула çумĕнчи пур поезд  вагонĕсен шутне  те ултта çити ÿстерĕç. Ун пек йышăнăва Республикăри транспорт министерстви асăннă маршрут халăх хушшинче анлă сарăлнине пула тунă.

Хула çумĕнчи электричкăсен вагонĕсем  ултта çитĕç
Хула çумĕнчи электричкăсен вагонĕсем ултта çитĕç

Куйбышев чугун çулĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, февраль уйăхĕн 3-мĕшĕнчен «Дема (çула 16 сехет те 48 минутра тухать) – Иглино (çула 17 сехет 46 минутра тухать)», «Иглино (çула 17 сехет те 58 минутра тухать ) – Ĕпхÿ (18 сехет те 43 минутра килсе çитет, 19:01 çула тухать) – Приютово (21: 57 килсе çитет, 22: 05 çула тухать) – Абдулино (22: 42 килсе çитет)» маршрутсенчи «Ласточка» электричкăсен вагонĕсем ултта çити ÿсĕç.

Февраль уйăхĕн 4-мĕшĕнчен «Абдулино (05:12) – Приютово (05647 килсе çитет, 05:56 çула тухать) – Ĕпхÿ (08:52 килсе çитет, 09:00 çула тухать) – Аша (10: 46 килсе çитет)», «Аша (12:09 çула тухать) – Ĕпхÿ (14:02 килсе çитет)».

Январь уйăхен 28-мĕшĕнчен «Дема - Шакша», «Шакша – Ĕпхÿ – Приютово», «Приютово – Ĕпхÿ – Шакша», «Шакша – Дема» электропоездсен шутне ултта çити ÿстернĕ.

Хула çумĕнчи пур электропоезд çинче шкул ачисем, студентсем тата ачасем валли федераллă тата регион шайĕнчи çăмăллăхсем пур.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: