+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Хĕр ачана больницăн реанимаци уйрăмне илсе çитернĕ. Унăн сывлăхĕ начар пулнă. Тухтăрсем вăл эмелсемпе наркăмăшланнине палăртнă. Чирлĕ çыннăн вар-хырăмне çуса тасатнă, ун пек чухне кирлĕ ытти процедурăсене тунă.
ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, февраль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хĕр ачан сывлăхне вăтам тесе палăртнă.
Халĕ йĕрке хуралçисем инкеклĕ ĕçĕн сăлтавне уçăмлатаççĕ. Ăнсăртран пулнă-и вăл е тĕллевлĕ.