Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Нарӑсӑн 2023, 12:20

Владимир Путин правительствăна çамрăксем валли пулăшу мерисем хатĕрлеме тата вĕсене пурнăçа кĕртме хушу панă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çамрăксене пырса тивекен чылай ыйтупа хушу панă. Патшалăх пуçлăхĕ 2022 çулхи декабрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ РФ Патшалăх Канашĕн ларăвĕн кăтартăвĕсене шута илсе хушусен  списокне çирĕплетнĕ.

Владимир Путин правительствăна çамрăксем валли пулăшу мерисем хатĕрлеме тата вĕсене пурнăçа кĕртме хушу панă
Владимир Путин правительствăна çамрăксем валли пулăшу мерисем хатĕрлеме тата вĕсене пурнăçа кĕртме хушу панă

Сăмах май, правительствăн çамрăксен политикине 2030 çулччен пурнăçа кĕртмелли стратегине хатĕрлемелле. Çак ĕçе 2023 çулхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен тумалла.

Унсăр пуçне правительство 2025 çултан вăй илекен наци программипе çыхăннă сĕнÿсем тăратмалла. Вĕсенче çамрăксем хăйсене тухăçлă аталантарма пултаракан условисем те пулмалла. Çавăн пекех вăрах ĕçлекен программăна çамрăксене ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă пулăшусене те кĕртмелле. Пулăшусем çамрăк çынсене малашлăхра професси суйласа илсе ĕç опычĕ пухма, вĕсенче усламçă пуçарăвне аталантарма майсем туса памалла.

Хушусен списокĕнче 17 пункт. Вĕсене Раççей Президенчĕн сайтĕнче пичетлесе кăларнă.

Раççейри çамрăксен енĕпе ĕçлекен агентствă «Регион çамрăкĕсем валли» программа шайĕнче 2023 çулта регионсенче çамрăксен политикин проекчĕсене аталантарма Раççей Федерацинчи 42 субъекта 5 млрд тенкĕ уйăрса панă. Пушкăртстан вĕсенчен 227,8 млн тенкине илме тивĕçнĕ.          

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: