Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Нарӑсӑн 2023, 15:23

Ĕпхÿре Сталинградри çапăçăва халалласа куравсем уçăлнă

1945 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнче Сталинграда (халĕ Волгоград) паттăр хула ятне панă. 1995 çултанпа февраль уйăхĕн 2-мĕшĕнче Раççей Çар мухтавĕн кунне паллă тăваççĕ. 2022 çулхи июль уйăхĕнче Раççей Президенчĕ «Совет çарĕсем Сталинград патĕнчи çапăçура нимĕç фашистчĕсен çарне çапса аркатнăранпа 80 çул çитнине уявласси» указа алă пуснă. Документ тăрăх çак куна халалласа тематика мероприятийĕсем йĕркелеме палăртнă. Вĕсем çĕршывăн пур регионĕсенче те иртĕç.

Ĕпхÿре Сталинградри çапăçăва халалласа куравсем уçăлнă
Ĕпхÿре Сталинградри çапăçăва халалласа куравсем уçăлнă

Ĕпхÿ хулинчи Республикăри Çар мухтавĕн музейĕнче шкул ачисемпе студентсем валли лекцисем иртеççĕ, Сталинград çапăçăвне халалланă тематикăллă экспозицисем уçăлаççĕ. 9-11 классенче вĕренекенсене, аслă шкулсемпе колледжсен студенчĕсене «Сталинград» ăс-тăн вăййине йыхравлаççĕ. Паян наци музейĕнче «Сталинград хÿтĕлевçисем» паттăрлăх урокĕсем иртеççĕ.

Çавăн пекех паян «Раççей – манăн истори» Ĕпхÿри истори паркĕнче  Сталинград çапăçăвĕнче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа мультимедийла курав ĕçлет. Çак кун унта тÿлевсĕрех лекме пулать. Мультимедийлă курав вăл  - хальхи  анимаци карттисем, сайра тĕл пулакан видехохроникăсем, вăрçăра пулнисен дневникĕсем, цитатăсемпе портретсем пулăшнипе çав вăхăтри событисене чĕрĕ пек кăтарни. Выставка февраль уйăхĕн  23-мĕшĕччен ĕçлĕ.

ПР Наци библиотеки кăмăл пуррисене пурне те «Ку пирĕн паттăр Сталинград» онлайн-квеста хутшăнма йыхравлать. Ăна Сталинград çапăçăвне, хронологи событийĕсене,  пысăк çапăçăва хутшăннă çар техникине, çар вырăнĕсене халалланă. Квест пилĕк пайран тăрать. Унта викторина та, кроссворд та  кĕртнĕ.  Çавăн пекех хула сăнланнă архив сăн ÿкерчĕксем тăрăх тĕрлĕ ĕçсем пурнăçламалла. Квеста хутшăннисене сертификатсем парĕç.  

  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: