Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Нарӑсӑн 2023, 15:16

Сталинград çĕнтерĕвне Пушкăртстанри пиншер салтак туптанă

Сталинград çапăçăвне Пушкăртстанри пиншер салтак хутшăннă. Çав шутра пирĕн республикăра йĕркеленнĕ Минигали Шаймуратов ертсе пынă 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизийĕ, Иван Афонин полковникăн 300-мĕш стрелковый дивизийĕ, Николай Бирюков генерал-майорăн 214-мĕш стрелковый дивизийĕ, Сергей Горохов полковник ертсе пынă 124-мĕш стрелковый уйрăм бригади.

Сталинград çĕнтерĕвне Пушкăртстанри пиншер салтак туптанă
Сталинград çĕнтерĕвне Пушкăртстанри пиншер салтак туптанă

214-мĕш дивизире паллă Гуля Королева (Марионелла Владимировна Королева) службăра тăнă. Вăрçăччен вăл киноактриса пулнă. 1941 çулта эвакуаципе Ĕпхÿ хулине килнĕ, унтан хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă, санинструктор пулнă. 1943 çулхи ноябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Паньшино хуторĕ çумĕнчи хаяр çапăçу вăхăтĕнче çапăçу хирĕнчен 50 йывăр аманнă пăшаллă салтакпа командира сĕтĕрсе тухнă, ун хыççăн хĕрлĕ армеецсен ушкăнĕпе пĕрле атакăна çĕкленнĕ. Тăшман окопне пĕрремĕш вăркăнса кĕрсе гранатăсемпе 15 тăшман салтакне тĕп тунă. Вилмелле аманнăскер пăшалĕ аллинчен ÿкиччен çапăçнă.

Сталинград çапăçăвне Ĕпхÿ хулипе Пушкăртстанăн тĕрлĕ районĕсенчен 3700 хĕр хутшăннă. Вĕсем хăйсен ирĕкĕпе çапăçма кайнă. Сăнавçăсем, наводчиксем, зенитчиксем, телефонисткăсем, медсестрасем, санитарсем, водительсем пулнă. Вĕсенчен кашни виççĕмĕшĕ ĕмĕрлĕхех çапăçу хирĕнче выртса юлнă.

Оренбург хулинче çĕнĕрен йĕркеленĕ 126 стрелковый дивизи йышĕнче Ĕпхÿри пехота училищин 500 выпускникĕ çапăçнă. Пирĕн республикăра çуралса ÿснисенчен нумайăшĕ Сталинград фронтне запас чаçсенчен лекнĕ.

1943 çулхи январь уйăхĕнче 44 стрелковый дивизи умне тăшман салтакĕсемпе хĕç-пăшал тиенĕ эшелонĕсене Сталинград енне ирттермессе тĕллев лартнă. Хĕрлĕ Çарăн 13 салтакĕ талăк ытла  Красновка станцийĕ патĕнче тăшмана хирĕç тăнă. Тан мар çапăçура пурте вилнĕ. Çав шутра: Пушкăрт Республикинче çуралса ÿснĕ Тимеряй Кубакаев кĕçĕн сержантпа  Зубай Утягулов рядовой. Тимеряй Кубакаев Калтасă районĕнчен пулнă. Вăрçăччен тракторист, йывăç юхтаракан пулса ĕçленĕ. Зубай Утягулов -  Белорецк районĕчен. Аслă пĕлÿ илнĕскер вăрçăччен шкул директорĕ пулса ĕçленĕ. Вун виçĕ паттăр салтака та Совет Союзĕн Геройĕ ята панă.

Икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ Муса Гареевăн çар çулĕ Сталинград çийĕнчи тÿперен пуçланнă.  Ăна Сталинград çывăхне  çар летчикĕсен шкулне пĕтернĕ хыççăн янă. Гварди кĕçĕн лейтенант Гареев çар вĕçевĕнче тăхăр хутчен пулса  виçĕ «Юнкерс-52» самолета, икĕ танка, ултă автомашинăна,  темиçе теçетке нимĕç салтакĕпе офицерне тĕп тунă. Вăрçă çулĕсем тăршшĕпе 250 çар вĕçевне çĕкленнĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: