Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
6 Нарӑсӑн 2023, 11:45

Раççейри 2,5 пин ытла çын çурт-йĕр туянма сертификат илме тивĕçĕ

Кăçал çĕршыври 2,5 пин ытла çын федераллă бюджетри укçа-тенкĕ шучĕпе çурт-йĕр туянма сертификатсем илме пултарĕç. Çакăн йышши сертификатсем туса кăлармалли тата вĕсемпе усă курмалли графика Раççей правительствин председателĕ Михаил Мишустин  çирĕплетнĕ.

Раççейри 2,5 пин ытла çын çурт-йĕр туянма сертификат илме тивĕçĕ
Раççейри 2,5 пин ытла çын çурт-йĕр туянма сертификат илме тивĕçĕ

 - Сертификатсем граждансене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май параççĕ. Ял-саласене пурăнма куçакансене кирлĕ социаллă инфраструктурăпа тивĕçтерĕç, хуласенчисене – хăтлăрах хваттерсемпе,  - тенĕ Раççей правительствинче.

2023 çулта асăннă патшалăх пулăшăвĕ валли федераллă бюджетран 12 млрд тенкĕ уйăрма палăртаççĕ.  Пулăшупа уйрăм категорине кĕрекен граждансем усă курĕç. Вĕсен шутĕнче  - Чернобыль инкекне лекнĕ çынсем,  пĕр-пĕр сăлтава пула пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçакансем, Байконуртан, Аякри Çурçĕр районĕсенчен тата хупă территорисенчен куçса каякансем, çавăн пекех çар çыннисем, шалти ĕçсен органĕсен тата Инкеклĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсем. Пулăшупа чăн малтан пурăнмалли çурт-йĕр условисене лайăхлатма тивĕçлисем усă курма пултарĕç.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: