Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
29 Мартӑн 2023, 14:45

Халăха социаллă пулăшу пама 52 млрд ытла тенкĕ тăкакланă

2022 çулта Пушкăртстанра пурăнакан халăха социаллă пулăшу пама 51 млрд ытла тенкĕ уйăрнă, социаллă политикăна пурнăçа кĕртме – 68 млрд тенкĕ.

Халăха социаллă пулăшу пама 52 млрд ытла тенкĕ тăкакланă
Халăха социаллă пулăшу пама 52 млрд ытла тенкĕ тăкакланă

Çак кăтартусемпе ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров Патшалăх Пухăвĕнче республика правительстви 2022 çулта туса ирттернĕ ĕçĕсем пирки отчет тунă вăхăтра паллаштарнă.

Йышăннă мерăсен кăтартăвĕсен шутĕнче нумай ачаллă çемьесен хисепĕ ÿснине палăртса хăвармалла. Паянхи кун республикăра çакăн йышши çемьесен шучĕ 59 пинпе танлашать.Çак кăтартупа республика Атăлçум федераллă округра çиччĕмĕш вырăн йышăнать. Вĕсене пулăшу парасси – социаллă политикăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри, ачаллă 500 ытла çемьешĕн социаллă пулăшу илмелли механизма çăмăллатни. Çапла майпа 10 çемьерен тăххăрăшне кризислă лару-тăруран тухма пулăшнă.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: