Пур хыпар та
Новости
18 Майӑн 2023, 17:40

Алексей Александровичăн çутă сăнарĕ - ĕмĕрех пирĕн асра

Пурăннă пулсан паян  пултаруллă чăваш хастарĕ, пирĕн сумлă Алексей Александрович  Кондратьев ăсчах 93 çул тултарнă пулĕччĕ.

Алексей Александровичăн çутă сăнарĕ - ĕмĕрех пирĕн асра
Алексей Александровичăн çутă сăнарĕ - ĕмĕрех пирĕн асра

А.А. Кондратьев Шаран районĕнчи Туртÿллĕ ялĕнче 1930 çулхи май уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă.  Вырăнти шкула кĕмĕл медальпе пĕтерсе Ĕпхÿри нефть институтне вĕренме кĕнĕ. Унтанпа унăн пурнăçĕ çак аслă шкулпа тачă çыхăннă. Вăл студентпа ассисентран пуçласа техника наукисен докторĕ, профессор, кафедра ертÿçине çитнĕ. Унсăр пуçне Раççейри çут çанталăк академийĕн член-корреспонденчĕ, Чăваш Республикин Наци академийĕн хисеплĕ пайташĕ (2001), ПР Инженер академийĕн чăн членĕ (1994), ПР наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ (1993), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1995) пулнă.

А.А. Кондартьев Ĕпхури нефть институтĕнче (халĕ Ĕпху патшалăх нефтьпе техника университечĕ) ĕçленĕ çулсенче (1953-1999 çç ) хими технологийĕсен  аппарачĕсемпе процесĕсен кафедрине ертсе пынă, «Теория и практика фракцирования нефти и продуктов ее переработки в сложных колоннах» наука шкулĕн никĕслевçи, виçĕ диссертаци канашĕн членĕ пулнă. Алексей Александрович ертсе пынипе 12 кандидат тата 4 доктор диссертацийĕ çырса хатĕрленĕ. Вăл 300 наука ĕçĕн, 84 свидетельствăпа патент авторĕ шутланать.

Алексей Александрович вырăс, чăваш, тутар, мари тата ытти халăхсен пултаруллă литература, наука, культура ĕçченĕсем çинчен 23 кĕнеке кун çути кăтартнă. Ĕпхÿ кĕпĕрнинче ĕçленĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн 150 выпускникĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки материал пуçтарнă. Пуçласа  чăваш поэзийĕн классикĕ К.В. Ивановпа чăваш халăх поэчĕн Я.Г. Ухсайăн ăру-тăванлăх йывăççине тĕпченĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă çыравçăсен Ф.Н. Вуколов-Эрликăн, С.А Васильевăн, В.И. Озеровăн кĕнекисене хăй укçипе кăларнă.

Университетра ĕçленĕ çулсенче ăна факультетăн комсомол бюровĕпе парти бюровĕн секретарьне суйланă. Халăх контролĕн ушкăнĕн членĕ, наукăпа методика семинарĕн ертÿçи, урă пурнăçшăн кĕрешкен Пĕтĕм союзри ирĕклĕ пĕрлĕхĕн пуçламăш организацийĕн ертÿçи пулнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче ăсчахăн тĕп пăшăрханăвĕ истори астăвăмне упраса хăварассипе наци кадрĕсем хатĕрлесси, çамрăксене литература пултарулăхне тата наукăпа тĕпчев ĕç-хĕлне явăçтарасси шутланнă.

XX ĕмĕрĕн 80-90 çулĕсенче сумлă та паллă общество деятелĕ Пушкăртстанпа Чăваш Енĕн обществăпа политика пурнăçне хастар хутшăннă. Ĕпхÿ хулинчи «Нарспи» халăх ансамблĕпе чăваш культурин хула клубне, «Шуратăл» литература   пĕрлешĕвне, «Дружба» Ĕпхÿри наци культурисен центрне, Халăхсен туслăх çуртне, ПР чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхне, «Урал сасси» хаçата, Çтерлĕри педакадемире (халĕ Ĕпхÿ хула наукăпа технологисен университетчĕ)  чăваш уйрăмне уçас ĕçсен пуçламăшĕнче тăнă.

А.А. Кондратьев ăсчах чĕри  2013 çулхи январь уйăхĕн 17 мĕшĕнче тапма чарăннă.  Ăна тăван ялĕнчи масар çине пытарнă. Хальхи вăхăтра ун ячĕпе вырăнти шкул хисепленсе тăрать. Алексей Александровичăн çутă сăнарĕ ĕмĕрех пирĕн асра пулĕ.

 

Алексей Александровичăн çутă сăнарĕ - ĕмĕрех пирĕн асра
Алексей Александровичăн çутă сăнарĕ - ĕмĕрех пирĕн асра
Алексей Александровичăн çутă сăнарĕ - ĕмĕрех пирĕн асра
Алексей Александровичăн çутă сăнарĕ - ĕмĕрех пирĕн асра
Алексей Александровичăн çутă сăнарĕ - ĕмĕрех пирĕн асра
Алексей Александровичăн çутă сăнарĕ - ĕмĕрех пирĕн асра
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: