Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Майӑн 2023, 16:46

Раççейрен Кубăна пĕр тăтăш вĕçекен авиарейссем уçăлаççĕ

2023 çулхи çулла Раççейпе Куба Республики хушшинчи авиаçыхăнăва çĕнĕрен пуçарса ярĕç. Малтанлăха эрнене виçĕ рейс тума палăртнă. «Россия» авиакомпани икĕ енне те 650-750 пассажир турттарса кайĕ. Кун пирки Раççей Правительствин председателĕн çумĕ Дмитрий Чернышенко Кубăра ĕçлĕ çул çÿревре пулнă  чух килĕшÿ тунă.

Раççейрен Кубăна пĕр тăтăш вĕçекен авиарейссем уçăлаççĕ
Раççейрен Кубăна пĕр тăтăш вĕçекен авиарейссем уçăлаççĕ

 - Куба Республики – пирĕн тĕп партнер тата Раççей çыннисем канма кăмăллакан вырăнсенчен пĕри. Çавăн пекех эпир Раççее ĕçлĕ сĕнÿсемпе тата çулçÿрев тĕллевĕсемпе килекен Куба гражданĕсене те кĕтсе илме питĕ хавас, - пĕлтернĕ Дмитрий Чернышенко.

Хальхи вăхăтра Куба Республикипе Раççей хушшинче  эрнере  ултă чартерлă рейс пурнăçланать. Тăтăшах турттаракан тата чартерлă рейссен пассажирĕсен юхăмĕ çулталăк хушшинче 150 пин çынна çитĕ тесе шутлаççĕ.  

 - Самолетсем пушă пулмаççĕ. Ку еннелле рейссем çитмеççĕ. Унсăр пуçне кулленхи рейссене хăйсем тĕллĕн çÿрекен çулçÿревçĕсем те кăмăллаççĕ. Вĕсем çулçÿрев пакечĕпе усă курмаççĕ, çĕршывра миçе кун пулмаллине хăйсем палăртаççĕ, - тет Ĕпхÿри турист агенствисенчен пĕрин директорĕ Татьяна Борзова.

Татьяна Борзова сăмахĕсем тăрăх, Кубăри банкоматсем «Мир» тÿлев системипе ĕçлеççĕ, халĕ хăна çурчĕсенче, лавккасемпе ресторансенче  тата ыт.те «Мир» картăпа тÿлесе татассине йĕркелес ĕç пырать.  

Рейссен шутне ÿстерни вĕçев хакне чакарма пулăшать, - палăртнă турист агентствин директорĕ.

Аса илме. Раççейрен Кубăна вĕçекен тÿрĕ рейссене 2022 çулхи çуркунне, хăш-пĕр çĕршывсем  Раççей самолечĕсемшĕн сывлăш уçлăхне  хупнă хыççăн пăрахăçланă пулнă.   

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: