+20 °С
Уҫҫӑнах
Дема район администрацийĕн ертÿçи Антон Тарасов пĕлтернĕ тăрăх, хĕр уйрăмах пулăшу кирлĕрех, укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесенчи ачасен çÿçĕсене тÿлевсĕр касĕ.
Акци пирки парикмахер социаллă сетьсенче хыпарланă. Унта хутшăнакансен списокне те палăртнă. Ку эрнере ачасем çĕнĕ прическа патне килме тытăнĕç.
Пуçаруллă Ĕпхÿ хĕрĕ акцие спонсорсене те явăçтарма пултарнă. Çавна пула ачасене канцеляри таварĕсем туянма парне сертификачĕсем парĕç.