+20 °С
Уҫҫӑнах
Республикăри промышленность, энергетика тата инноваци министрĕн çумĕ Валерий Галиев палăртнă тăрăх, çакă халăх художество промыслисене халăх хушшинче анлă сарма, асăннă отрасльсенчи ăстасене çĕнĕ шая çĕкленме май парĕ.
«Башинформ» маларах пĕлтернĕ тăрăх, хисеплĕ ята професси ăсталăхĕшĕн тата асăннă отрасльте нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн параççĕ.
Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн председателĕ йăлана кĕнĕ халăх ремеслисене сыхласа хăвармаллине палăртнă. Ун шучĕпе, халăх пултарулăх промыслисем - халăхăн пурлăх культурин пĕлтерĕшлĕ пайĕ, пирĕн наци пуянлăхĕ.