Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Майӑн 2023, 13:58

«Зауралье-2023» инвестици сабантуйĕн участникĕсене Сергей Катырин саламланă

Раççей Федерацийĕн Суту-илĕпе промышленность палатин президенчĕ Сергей Катырин РФ Суту-илĕпе промышленность палати ятĕнчен Пĕтĕм Раççейри пиллĕкмĕш юбилейлă «Зауралье-2023» инвестици сабантуйĕн участникĕсене саламласа çыру янă.

«Зауралье-2023» инвестици сабантуйĕн участникĕсене Сергей Катырин саламланă
«Зауралье-2023» инвестици сабантуйĕн участникĕсене Сергей Катырин саламланă

- Раççей Федерацийĕн суту-илÿпе промышленность палати ятĕнчен Пĕтĕм Раççейри пиллĕкмĕш юбилейлă «Зауралье-2023» инвестици сабантуй участникĕсене саламлатăп.

Регионсем хушшинчи çыхăну хальхи  пурнăç паллишĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Форума Китай Халăх Республикин, Иран, Турци Республикин, Беларусь, Казахстан, Узбекистан  республикисен партнĕрĕсем хутшăнни унăн пĕлтерĕшне тата та ытларах палăртать, - саламланă участниксене Раççей Федерацийĕн Суту-илĕпе промышленность палатин президенчĕ Сергей Катырин.

 - Паян Раççейри ĕçлĕ пĕрлĕх умĕнче çĕнĕ производство тата сбыт çыхăнăвĕсене йĕркелессипе,  тĕп сферăсенче  - строительствăра, машиностроенинче, ял хуçалăхĕнче, вăрман промышленноçĕн комплексĕнче,  туризмра - чи паха инвестици проекчĕсене хута ярассипе   çыхăннă курнăçлă тĕллевсем тăраççĕ. Хальхи условисенчи тĕп ыйтусенчен пĕри çĕнĕ экспорт çул-йĕрне логистикăпа тивĕçтересси шутланать. Сабантуй ирттерни Пушкăрстан Республикин, пĕтĕмĕшле илсен, Раççейĕн  экономикине аталантарма тĕллев лартнă уйрăм тата ĕçлĕ  çыхăнусене йĕркене кĕртме, пуçарусене малалла аталантарма  пулăшасса шанатăп, - палăртнă Сергей Катырин.

Çавăн пекех Суту-илÿпе промышленность палатин презденчĕ инвест-сабантуя хутшăнакансене тухăçлă ĕçлеме, интереслĕ калаçусем ирттерме тата палăртнă плансене пурнăçа кĕртме суннă.

«Зауралье-2023» инвестици сабантуйĕн участникĕсене Сергей Катырин саламланă
«Зауралье-2023» инвестици сабантуйĕн участникĕсене Сергей Катырин саламланă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: