Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Майӑн 2023, 13:42

Пушкăртстан çынни çĕрлехи барта ларнă хыççăн ют çын машинине чĕртсе янă

Бирск хулинчи районсем хушшинчи суд Мишкин районĕнче пурăнакан 37 çулхи арçынна çын япалине юриех пăснăшăн айăпламалли приговор йышăннă – арçын машинăна вут тивертсе янă

Пушкăртстан çынни çĕрлехи барта ларнă хыççăн ют çын машинине чĕртсе янă
Пушкăртстан çынни çĕрлехи барта ларнă хыççăн ют çын машинине чĕртсе янă

Суд пресс-службин кăтартăвĕсем тăрăх,  судпа айăпланакан арçын 2022 çулхи октябрь уйăхĕнче барта ларнă. Вăл ÿсĕр пулнă. Юнашар ларакан  арçын вăл ÿсĕр пулнине курса ăна килне кайма сĕннĕ. Ÿсĕрскер унăн сĕнĕвне хăйне кÿрентернĕ пек йышăннă. Çавна май пуçне усал шухăш пырса кĕнĕ, вăл хăйне канаш паракан çыннăн ашшĕн машинине çунтарса яма шутланă. Арçын: «Эпĕ сире çунтарса яратăп!», - текен  сăмахсемпе бартан тухнă та автомобиль еннелле утнă.

«ВАЗ – 21074» тăракан машина патне пырса ун айне типĕ çапă-çĕпĕ, хыт-хура, хут татăккисем  хурса шăрпăкпа чĕртсе янă та хăй пăрахса кайнă. Машинăн хыçал енчи сылтăм  пайне çулăм ярса илнĕ. Хурçă ут çуннине асăрхаса çынсем чупса пынă, сÿнтернĕ.  Ÿсер арçын машина хуçине 91 600 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Арçын хăй айăпне пĕтĕмпех йышăннă. Барта инкек курнин ывăлĕсемпе хирĕçсе кайнине, çавăн хыççăн хăйсен çурчĕпе хирĕç ларакан машинăна чĕртсе янине каласа панă.

Суд ăна айăплă тесе йышăннă, пĕр çул хушши условлă майпа тата пĕр çул хушши тĕрĕслев срокĕпе айăпланă.

Приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: