+20 °С
Уҫҫӑнах
Социаллă предпринимательсен шучĕ те нумайланнине пĕлтермелле. Çулталăк пуçламăшĕпе танлаштарсассăн вĕсен хисепĕ 2,7% нумайрах. Унсăр пуçне пĕчĕк тата вăтам предпринимательство (132,9 пин) тата микропредприятисем (128,3 пин) 4% тата 4,2% ÿснĕ.
Регионта асăннă сферăна аталантарма патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси те 1,1 млрд тенкĕ нумайланнă. Сăмахран, «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăпа уйрăм предприниматель пуçарăвне пулăшасси» наци проекчĕ валли 694,5 млн тенкĕ уйăрнă, çав шутра федераллă бюджетран - 680,6 млн тенкĕ, республика хыснинчен 13,9 млн тенкĕ.