+20 °С
Уҫҫӑнах
Çакна та палăртмалла, вагонсене хăрушлăха тĕрĕслесе таракан, çыхăнăва, микроклимата тытса пыракан системăсемпе, экологи енчен таса уборнăйсемпе тивĕçтернĕ. Кашни купере, унта уйрăм карта-уçăсемпе кĕме пулать, смартфонсене зарядка лартмалли розеткăсем пур. Çавăн пекех поезда сывлăхĕ енчен çитменлĕхĕсем пуртан хĕнпе куçса çÿрекенсене хăпармалли хатĕрсем тата пысăк лаптăклă купесем тунă. Унсăр пуçне кафе-ресторансем те ĕçлеççĕ.
Пушкăртстанăн тĕп хулинчен пĕрремĕш рейс ыран, май уйăхĕн 27-мĕшĕнчен, çула тухнă. Поезд Ĕпхÿрен 7. 18 сехетре, Имертинский курортран 18. 51 сехетре çула тухать.