Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Майӑн 2023, 16:47

Пушкăртстанра 890 тонна ытла курăк вăрри экспорта янă

2023 çулăн пĕрремĕш виçĕ уйăхĕнче Пушкăртстан 890 тонна ытла выльăх апачĕ тумалли курăк вăррине экспорта ăсатнă. Кун пирки Россельхознадзорăн регионти управленийĕнче пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра 890 тонна  ытла курăк вăрри  экспорта янă
Пушкăртстанра 890 тонна ытла курăк вăрри экспорта янă

 - Вика, люцерна, эспартет вăррисене Армени, Беларусь, Германи, Киргизи çĕршывĕсене автомобильсемпе тиесе ăсатнă. Продукци лаборатори экспертизи урлă иртнĕ. Энтомологи, гербологи, микологи тата гельминтологи тĕпчевĕсем  вĕсенче карантин шутне кĕрекен сиенлĕ организмсене тупса палăртман. Ÿсен-тăран продукцийĕ Таможня пĕрлĕхне кĕрекен тата Евросоюз çĕршывĕсен фитосанитари хăрушсăрлăхĕ ыйтнине тивĕçтерет, - палăртнă ведомствăра.

Танлаштарма: иртнĕ  çулхи январь-март уйăхĕсенче Раççей ял хуçалăх территори  управленийĕнче Казахстан, Беларусь, Киргизи, Германи çĕршывĕсене яма 54 парти донник, люцерна, эспартет, хура тул, урпа  вăрлăхĕсене, пурĕ 987 тонна, тĕрĕсленĕ.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: