Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
30 Майӑн 2023, 16:05

Çĕçĕпе хăратса телефонне туртса илнĕ

Октябрьск хулинче полици ĕçченĕсем вăрă-хурахла тапăнакана тытса чарнă. Хĕр çĕçĕпе хăратса, шкулта вĕренекен хĕр ачан карас телефонне туртса илнĕ.

Çĕçĕпе хăратса телефонне туртса илнĕ
Çĕçĕпе хăратса телефонне туртса илнĕ

Октябрьский хулинчи полици уйрăмне хула шкулĕсенчен пĕринче ĕçлекенсем шăнкăравланă. Вĕсем палламан хĕр хăйсен вĕренекенне вăрă-хурахла тапăннине пĕлтернĕ.
Малтанхи даннăйсем тăрăх, хĕр ача шкулти занятисем хыççăн килне кайма тухнă. Вăхăта перекетлес, çула кĕскетес тесе гаражсем урлă кайма шутланă. Гараж патĕнче ăна палламан хĕр кĕтсе тăнă, хĕрĕ патне шăнкăравламалла тесе хĕр ачаран телефон ыйтнă. Телефонне курсассăнах палламан çын çĕçĕ туртса кăларнă та çулĕ çитмен ачана хăратма пуçланă. Унтан мобильлĕ телефонне туртса илсе подъездсенчен пĕрне кĕрсе çухалнă.
Уголовлă шырав ĕçченĕсем пĕр хутчен çеç мар судпа айăпланнă 19 çулхи Ĕпхÿ хĕрне тÿрех тытса чарнă. Вăл хăй айăпне тÿрех йышăннă. Телефонне туртса илнĕ. Хальхи вăхăтра ăна РФ Уголовлă кодексăн 91 статйипе килĕшÿллĕн тытса чарнă. РФ Уголовлă кодексăн 162 статйин 2 пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: