Пур хыпар та
Новости
31 Майӑн 2023, 12:35

Калтасă районĕнче виççĕмĕш кун вăрман пушарĕпе кĕрешеççĕ

Калтасă районĕнче май уйăхĕн 28-мĕшĕнчен Куяново ялĕ çывăхĕнчи вăрман пушарĕпе кĕрешеççĕ.

Калтасă районĕнче виççĕмĕш кун вăрман пушарĕпе кĕрешеççĕ
Калтасă районĕнче виççĕмĕш кун вăрман пушарĕпе кĕрешеççĕ

Вут-çулăма 20,3 гектар лаптăк çинче тĕп тунă. Апла пулсан вăл малалла сарăлас хăрушлăх çук. Вырăнĕ-вырăнĕпе шурлăх,  торфлă тăпра пулнăран, йывăрлăхсем пур. Ĕнер  пушара вертолетран сÿнтернĕ. Икĕ хутчен шыв тултарса, пурĕ 87 тонна яхăн, сапнă.

Вырăна ирхине ирех РФ Инкеклĕ ĕçсен министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕн Тĕп управленийĕн 32 çынран, 5 техникăран тăракан аэромобиль ушкăнĕ тухса кайнă. Вут-çулăма сÿнтерес тĕлĕшпе 53 çын тата 27 техника кĕрешнĕ.

Çавăн пекех пушарпа кĕрешес ĕçе вырăнта пурăнакан ырă чунлă 300   çын хутшăннă.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: