Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
31 Майӑн 2023, 14:04

Наркотиксене хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх

2023 çулхи май уйăхĕн 26-мĕшĕнчен Наркотиксене хирĕç кĕрешмелли тата сывлăхлă пурнăç йĕркине сармалли пĕтĕм Раççейри уйăхлăх пуçланнă. Наркотиксемпе кĕрешмелли уйăхлăхăн тĕп тĕллевĕсем – наркомани ыйтăвĕсене тата вĕсемпе çыхăннă преступленисене тимлĕх уйăрасси, çула çитмен ачасене наркотик сиенĕ, унпа суту-илÿ тунăшăн яваплăх çинчен ăнлантарасси, ачасемпе çамрăксене сывлăхлă пурнăç йĕркине явăçтарасси, наркотиксене хирĕç профилактика ĕçĕсем ирттересси.

Наркотиксене хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх
Наркотиксене хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх

Наркомани ыйтăвĕ кашнинех пырса тивме пултарать. Час-часах çемьере, Раççейĕн тĕрлĕ хулисенче пулса иртнĕ трагедисем çинчен массăллă информаци хатĕрĕсенчен пĕлетпĕр. Пурнăçри йывăрлăхсем, стреслă лару-тăру, уçăмсăрлăх (неопределенность), пĕр пек мар, улшăнуллă пурнăç çамрăк ăрăва йĕркесĕр пурнăç патне тĕртет – наркотиксемпе усă курасси патне илсе çитерет.

 Уйăхлăх тăршшĕпе хăвăн сывлăхупа яваплăрах пулма, сывлăхлă пурнăç йĕрки илсе пыма, çула çитмен ачасене табак туртассинчен, алкоголь ĕçессинчен, наркотиксенчен пăрăнма хистекен профилактика калаçăвĕсем, лекцисем, тренингсем ирттерме палăртаççĕ. Вĕренекенсене наркотиксене хирĕç кĕрешмелли видеороликсемпе фильмсем кăтартĕç. Сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче,  амбулаторипе поликлиникăсенче сывлăхлă пурнăç йĕрки илсе пыма хистекен психиатр-нарколог-врач, медицина психологĕн тÿлевсĕр, анонимлă консультацийĕсем паракан«Уçă алăк кунĕсем» иртĕç, наркотиксем çинчен информаци паракан стендсем, кĕнеке выставкисем хатĕрлĕç. Çавăн пекех наркотик çинчен информаципе пĕлÿ паракан калаçусем ирттерме палăртнă. Наркотиксен суту-илĕвĕпе çыхăннă преступленисемпе административлă право йĕркине пăснине тупса палăртас тĕллевпе çула çитмен ачасемпе çамрăксем йышлă пухăнакан вырăнсенче тĕрĕслев тата рейд мероприятийĕсем ирттерĕç. 2023 çулхи май уйăхĕн 26-мĕшĕнче - Наркоманипе кĕрешмелли тĕнчери кунта - пĕлÿ, çамрăксен, культура тата профилактика учрежденийĕсем пĕрле çыхăнса мероприятисем ирттерĕç. Наркотиксемпе кĕрешмелли уйăхлăхра 08.00 сехетрен пуçласа 20.00 сехетчен 8(347)266-03-88 номерпа «шанăç телефонĕ» йĕркеленĕ. Уйăхлăх мероприятийĕсем 2023 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăсăлĕç.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: