Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
31 Майӑн 2023, 12:37

Вăрмана саккунсăр касакана судпа айăплĕç

РФ ШĔМĕн Пелепей районĕнчи уйрăмĕн экономика хăрушсăрлăхĕпе  коррупцие хирĕç кĕрешекен уйрăм ĕçченĕсем васкавлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ май Пелепейри вăрман хуçалăхĕн территорийĕнче лартнă йывăçсене саккунсăр каснă тĕслĕхе тупса палăртнă.

Вăрмана саккунсăр касакана судпа айăплĕç
Вăрмана саккунсăр касакана судпа айăплĕç

Полици ĕçченĕсем вырăнта пурăнакан 41  çулхи арçынна тытса чарнă. Вăл хуçалăхра усă курас тесе икĕ хурăн тесе каснă. Арçын саккуна хирĕçле ĕçĕсемпе ПР вăрман хуçалăхне 55 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Малтанхи кăтартусем тăрăх, айăпланаканăн вăрман посадки çумĕнче çĕр лаптăкĕ пур. Ирĕк паракан документсем çук пулин те арçын тĕллевне пурнăçлама тăрăшнă, анчах ĕçе вĕçне çитереймен.

Хальхи вăхăтра вăрманта ÿсекен йывăçа саккунсăр каснă тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексăн 260 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Айăплă тесе шутланакан тухса каймасса шантарса алă пуснă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: