Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
1 Июнӗн 2023, 12:04

Вăраха тăсăлакан перекет программипе усă курма май пулĕ

 Раççейре çывăх  вăраха тăсăлакан перекет программине хута ярĕç.  Тивĕçлĕ саккун проектне РФ Патшалăх Думин депутачĕсем пĕрремĕш вулавра йышăннă. 2024 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççей çыннисем патшалăхран укçа-тенкĕ  пулăшăвĕ илме пултарĕç. Тупсăмĕ çавăн пек, программăна хутшăнакан  кашни çын укçа хывать, патшалăх  вара ун çумне пулăшса укçа хушать.

Вăраха тăсăлакан перекет программипе усă курма май пулĕ
Вăраха тăсăлакан перекет программипе усă курма май пулĕ

Перекет программи вăраха, вун пилĕк çула, тăсăлать. Перекет укçине çынсем хăйсен ирĕкĕпе тата пенси укçине пухса пынипе йĕркелеççĕ. Программăна хутшăнакансем çулсерен перекет укçи шутĕнчен пурлăх тата уйрăм çын налукĕсене (НДФЛ) тавăрса панипе çулсерен 52 пин таран хушма тупăш илме пултарĕç. Хывнă укçана патшалăх 2,8 млн тенкĕлĕх страхлавлĕ. Вăраха тăсăлакан перекет программине Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе хатĕрленĕ.

 - Вăраха тăсăлакан перекет программи граждансене малашлăхра укçа-тенкĕн çирĕплĕхне (стабильность) йĕркелеме тата хушма гаранти илме май парать, - палăртнă Раççей финанс министрĕ Антон Силуанов.

Экономика наукисен докторĕ, Пушкăртстанри Вĕрентÿ аталанăвĕн институчĕн ректорĕ Азат Янгиров вăраха тăсăлакан перекет программи –  çĕршывра пурăнакансен укçа-тенкĕ пурлăхне ÿстерме пулăшакан питĕ пĕлтерĕшлĕ хатĕр пулнине палăртнă.

 – Çав хушăра пирĕн экономика вăрах вăхăта тăсăлакан укçа-тенкĕ запасне никĕслĕ. Вĕсене инфраструктура  проекчĕсене, мегапроектсене хывма пулать, - палăртнă Азат Янгиров.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: