Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Июнӗн 2023, 14:12

Чукун çул çинче ĕçлекенсем хĕр ачан ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун умĕн Бирск хулинчи тăлăх ачасен тата ашшĕ-амăшĕсен тимлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасен учрежденийĕнчи 16 çулхи воспитанникĕн Юлия Галиакбарован ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Вăл чылайранпа хуласем хушшинчи «Ласточка» поездра машинист кабининче  ярăнса çÿрес ĕмĕтпе пурăннă.

Чукун çул çинче ĕçлекенсем хĕр ачан ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ
Чукун çул çинче ĕçлекенсем хĕр ачан ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ

Кун йышши парнепе хĕр ачана «Ĕмĕте пурнăçла» социаллă акци витĕмĕпе «Башкортостанская ППК» акционерлă обществăпа республикăри Транспорт министерствин представителĕсем савăнтарнă.

 - Пушкăртстанри  пĕрремĕш хĕрарăм-машинист Алена Миронова пирки хыпар илтнĕ хыççăн машинист кабининче ярăнса, поезда епле тытса пынине  курас ĕмĕт çуралчĕ. Ман чуна тĕлĕнмелле хавхалануллă туйăм ярса илчĕ. Тем тесен те поезд çине пĕрремĕш хут ларса куратăп. Машинист кабининче космосри  евĕрех. Панорама евĕр чÿречесем, пассажирсене хăрушсăр пултăр тесе тунă сенсорла управлени тата ытти нумай япала, - паллаштарнă Юля хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: