Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Июнӗн 2023, 12:52

Пушкăртстанра «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн регионти филиалне уçнă

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе йĕркеленĕ «Çĕршыв хÿтĕлевçисем»  («Защитники Отечества») патшалăх фончĕн республикăри уйрăмне уçни пирки хăйĕн социаллă сетĕнчи страницинче республика пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.     

Пушкăртстанра «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн регионти филиалне уçнă
Пушкăртстанра «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн регионти филиалне уçнă

Патшалăх фончĕ ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене тата унта  пуç хунисен çемйисене тĕрлĕ майлă (медицина, психологи, социаллă) пулăшу парĕ. Çавăн пекех ятарлă çар операцинче пулнисене ĕçе вырнаçма, урăх профессие алла илме те пулăшĕç.

 - Ентеш салтаксене тата вĕсен тăванĕсене ертсе çÿреме республикăра 40 социаллă координатор хатĕрленĕ, çулталăк вĕçлениччен вĕсем 180 пулĕç. Координаторсен шутĕнче - çар çыннисен мăшăрĕсемпе амăшĕсем, социаллă ĕçченсемпе волонтерсем. Вĕсем ятарлă çар операцин ветеранĕсен çемйисенчи проблемăсене лайăх пĕлеççĕ, пур ыйтусене татса пама та пулăшĕç. Координаторсем республикăри кашни хулапа  районта ĕçлĕç, - каласа панă Радий Хабиров.

Республика пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, паян Пушкăртстанăн пин-пин ывăлĕ – хăй ирĕкĕпе йĕркеленнĕ подразделенисенчи, Росгвардири çар çыннисем, контракт мелĕпе  çара кайнисем, мобилизацие лекнĕ салтаксем -  Тăван çĕршыва малти ретре хÿтĕлеççĕ.   

 - Кашниех ырă-сывă, çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтетпĕр. Вĕсен тăванĕсемпе çывăх çыннисем нихăш енчен те çитменлĕхсем ан туйччăр тесе хамăртан килнине пурне те тума тăрăшăпăр, - тенĕ Радий Хабиров.

«Çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн Ĕпхÿ хулинчи филиалĕ Мингажев урамĕнчи 107-мĕш çуртра вырнаçнă, канмалли кунсемсĕр ĕçлет.      

Пушкăртстанра «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн регионти филиалне уçнă
Пушкăртстанра «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн регионти филиалне уçнă
Пушкăртстанра «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн регионти филиалне уçнă
Пушкăртстанра «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн регионти филиалне уçнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: