Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Июнӗн 2023, 17:45

Республика Пуçлăхĕн гранчĕсене тивĕçнĕ проектсем паллă

Пушкăртстан Пуçлăхĕн гранчĕсене тивĕçекен иккĕмĕш конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн 89 организаци хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме 163 млн ытла тенкĕ илĕç.

Республика Пуçлăхĕн гранчĕсене тивĕçнĕ проектсем паллă
Республика Пуçлăхĕн гранчĕсене тивĕçнĕ проектсем паллă

Çав вăхăтрах асăннă конкурсра 40 организаци пуçласа çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, вĕсенчен 16-шĕ пĕрремĕш хутĕнчех çĕнтернĕ.

Çĕнтерÿçĕсен шучĕпе  Ĕпхÿ хулинчи организацисем мала тухнă, вĕсен шучĕ 54-па танлашнă. Гафури районĕпе Çтерлĕ хули 7 тата 6 проект тăратнă.

Проектсен ытларах пайĕ «Сывлăха упрасси, сывлăхлă пурнăç йĕркине илсе пыма хăнăхтарасси, халăхра физкультурăпа спорта сарасси» юхăмра пурнăçа кĕрĕç. Çакăн йышши проектсен шучĕ – 17.

«Тăван яла спорт» проект район центрĕсенчен аякра вырнаçнă ял-саласенче пурăнакансене физкультурăпа спорта явăçтарма пулăшĕ. Çакна тума Чекмагуш районĕнчи Аблаево, Зилаир тăрăхĕнчи Матарево тата Бурзянти Абдулмамбетовăра çĕнĕ спорт комплексĕсем вырнаçтарĕç.

«Учалă! Манăн хулара следж» проекта пурнăçа кĕртни следж-хоккей енĕпе секци уçма май парĕ. Унпа сусăр ачасем те усă курма пултарĕç.

Иккĕмĕш анлă сарăлнă юхăм вăл  - «Культура тата ÿнер». Унпа килĕшÿллĕн 15 проект пурнăçа кĕрĕ. Çав шутра – «Арт-Концепт» цифрăллă ÿнер шайĕнчи  культурăпа вĕрентÿ проекчĕ. Унпа килĕшÿллĕн  цифрăллă ÿнер конкурсне йĕркелĕç, çамрăк талантсене шырĕç.

«Граждансен уйрăм категорине социаллă пулăшу тата хÿтĕлев» юхăмра 14 проект çĕнтернĕ.

«Сывлăхĕ начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман çынсем, ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата вĕсен çемйисем валли сулă юхтар-тур» проект пушкăрт юханшывĕсем тăрăх сулă юхтармалли хăтлă маршрутсем йĕркелеме пулăшĕ.

«Çĕнелÿ шуçăмĕ» («Заря возрождения») проект шайĕнче пурăнмалли вырăнсăр çынсене (бомж) комплекслă социалллă пулăшу парĕç.

Проектсене 2023 çулхи июль уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пурнăçа кĕртме тытăнĕç.       

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: