Пур хыпар та
Новости
5 Июнӗн 2023, 17:50

Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тÿлевĕсемшĕн - çăмăллăх

2023 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх федераллă тата регионти льготниксене пĕрлĕхлĕ йĕркепе çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемелли хакăн пĕр пайне саплаштарĕ. Çакă мĕне пĕлтернине Пушкăртстанри Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министерство специалисчĕсем ăнлантарса параççĕ.

Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тÿлевĕсемшĕн - çăмăллăх
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тÿлевĕсемшĕн - çăмăллăх

Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме тăкакланă укçа-тенке  саплаштарма пĕрлĕхлĕ мелсем вăй илĕç – компенсаци илме пĕтĕмĕшле йĕркепе çырнă заявлени, çăмăллăха тивĕçме çирĕплетнĕ документсен списокĕ, пулăшу мерине тивĕçесси çинчен калакан йышăнăва 10 ĕç кунĕ хушшинче пăхса тумалли вăхăт. Федераллă тата регионти льготниксен шутне  ветерансем, сусăр çынсем, радиациллĕ тата техногенлă инкексенче шар курнă граждансем тата нумай ачаллă укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесем кĕреççĕ.

Заявленипе пĕрле мĕнле документсем кирлине РФ Правительствин постановленийĕнчен https://vk.cc/cos8Ej пĕлме пулать. Документсене МФЦ е Халăха социаллă пулăшу паракан республика центрĕ, çавăн пекех «Госуслуги» урлă тăратмалла. Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме тăкакланишĕн уйăхсерен укçа-тенкĕ компенсацийĕ илекенсен каллех заявлени çырма, документсем пухма кирлĕ мар. Халăха социаллă пулăшу паракан республика центрĕн филиалĕсем: http://rcspn.mintrudrb.ru/offices.        

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: