Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
14 Августӑн 2023, 15:40

Ĕпхÿ районĕнче кайăк-кĕшĕк грипне пула карантин йĕркине кĕртнĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Ĕпхÿ районĕнче карантин йĕркелесси çинчен калакан указа алă пуснă.

Ĕпхÿ районĕнче кайăк-кĕшĕк грипне пула карантин йĕркине кĕртнĕ
Ĕпхÿ районĕнче кайăк-кĕшĕк грипне пула карантин йĕркине кĕртнĕ

Унтан çакă паллă: Авдон салинче вырнаçнă «Башкирская» кайăк-кĕшĕк фабрики пысăк патогенлă кайăк-кĕшĕк грипĕн хутран-ситрен тĕл пулакан вырăн шутланать. Хăрушлăх зонине 5 çухрăмра вырнаçнă ял-саласем – Авдонпа Жуково салисем, Сергеевкăпа Уптино ялĕсем, «Гарнизонный», «Дубрава», «Отдых», «Солнечный-3», «Рябинушка» тата «Эталон» садпа пахча юлташлăхĕсем кĕреççĕ.

Карантин вăхăтĕнче асăннă вырăнта чирлĕ кайăк-кĕшĕксене сиплеме, ют çынсене фабрикăсене кĕме юрамасть. Çавăн пекех кайăк-кĕшĕксене илсе кĕме-тухма, пусма, вилнĕ чăхсен тĕккисене çăлма, кайăк-кĕшĕксене уçăлтарма, территорие транспорт хатĕрĕсене кĕртме тата унтан кăларма, сунара кайма юрамасть.

Хăрушлăх кăларса тăратакан зонăсенче кил чăххисене уçăлтарма, ярмăрккăсемпе выставкăсем йĕркелеме чарнă.

 «Чару мерисем вĕсене пăрахăçличчен (вăл 21  календарь кунĕ тăсăлать),  юлашки чирлĕ кайăк-кĕшĕке пуссиччен ĕçлĕç. Мерăсем тискер кайăк-кĕшĕксене пырса тивмеççĕ» тенĕ указра.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: