Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Августӑн 2023, 16:36

Ачасем валли тавар тăвакан производительсене 3 млн тенкĕ таран пулăшу парĕç

Субсидисене ПР Промышленность министерствинче суйлав иртнĕ Пушкăртстанри компанисем тивĕçĕç.

Ачасем валли тавар тăвакан производительсене 3 млн тенкĕ таран пулăшу парĕç
Ачасем валли тавар тăвакан производительсене 3 млн тенкĕ таран пулăшу парĕç

Ачасен таварĕсене туса кăларакан Пушкăртстанри производительсене хăйсен продукцине сарма 3 млн тенкĕ таран нухрат уйăрса парĕç. Тивĕçлĕ постановление республика пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пуснă.  Производительсем реклама панин, сертификат илнин тата выставкăсене хутшăннин 70% тăкакĕсене бюджетран тавăрма пултарĕç.

Документра субсидие çакăн чух тивĕçме пулать тенĕ:

- конгрессенче, выставкăсенче, конкурссенче тата ытти мероприятисенче хутшăннишĕн;

- маркетплейссенче тавар вырнаçтарнишĕн (Wildberries, Яндекс.Маркет, Lamoda, Ozon тата ыт. те);

- рекламăна интернетра, массăллă пичет информаци хатĕрĕсенче тата урамра вырнаçтарнишĕн;

- РФ территоринче производство илсе пыни çинчен заключени илнишĕн;

- лаборатори тĕпчевĕсем ирттернишĕн.

Патшалăх пулăшăвне валеçессишĕн Промышленность, энергетика тата инноваци министерстви яваплă пулĕ. Çăмăллăхсене тивĕçекенсене конкурспа мар, сĕнÿ ыйтăвне (запрос предложений) кура суйласа илĕç.

Производительсем Пушкăртстанра, патшалăх промышленность системин информаци сайтĕнче (ГИСП) регистрацинче тăмалла, ĕç опычĕ çулталăкран ытла тата Евразин экономика пĕрлĕхĕн сертификачĕ пулмалла.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: