Акци патшалăх тата муниципаллă пулăшусем (услуги) паракан нумай функциллĕ центрăн 35 офисĕнче иртнĕ. Налог органĕсенче ĕçлекенсем граждансене пурлăх налогĕсене тÿлесси тата уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен (НДФЛ) налогсем пирки калакан хыпарсене «Госуслуги» портал урлă илмелли çĕнĕ функципе çыхăнтарма пулăшнă. Ун пек май кăçалхи апрель уйăхĕнче килсе тухнă.
Асăннă пулăшу çынна мĕн чухлĕ налог тÿлемеллине вăхăтлă пĕлме тата налогсене «Госуслуги» урлă тÿлеме май парать. Налог тÿлесси çинчен асăрхаттаракан хыпарсене пĕлтерекен функцие граждансем хăйсем те кирек хăш налог органĕнче е нумай функциллĕ центрăн офисĕнче те çыхăнтарма пултараççĕ. Тĕплĕнрех информацие РФ Федераллă налог службин сайтĕнче www.nalog.gov.ru вуласа пĕлме пулать.