Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Сентябрӗн 2023, 16:31

Пушкăртстанра орнитологсем тăрна «çыравĕ» ирттереççĕ

Республикăра кайăксем вĕçсе кайиччен пуçтарăнакан вырăнсене шыраса тупса тăрна «çыравĕ» ирттереççĕ.

Пушкăртстанра орнитологсем тăрна «çыравĕ» ирттереççĕ
Пушкăртстанра орнитологсем тăрна «çыравĕ» ирттереççĕ

Полина Полежанкина орнитолог пĕлтернĕ тăрăх, тăрнасем йăвара ларнă вăхăтра уйрăмах асăрхануллă. Кĕркунне, кăнтăра вĕçсе каяс умĕн, вĕсем пĕр те пĕр  вырăнта (вĕсене вĕçсе каяс умĕнхи вырăнсем теççĕ) пуçтарăнма пуçлаççĕ. Çав вăхăтра тăрнасем ана çинче çисе çÿренине те, вĕçсе иртнине те, çÿлте тÿпере çаврăннине те курма пулать. Çавăнпа тăрнасен «çыравне» кĕркунне ирттереççĕ.                                                                    

Республикăра пурăнакансем «Тăрнана куртăн пулсан, тархасшăн, пĕлтер» акцие хутшăнса специалистсене пулăшма пултараççĕ. Миçе тăрна, хăш вырăнта курнине rbcu [email protected] электронлă почта е WhatsApp мессенджера 8-937-35-61-340 номерпа яма пулать. Сăн ÿкерчĕк е видео тума май пулсан тата та аванрах. Акци сентябрь тăршшĕпех пырать.

Пухнă информаци наукăпа çут çанталăк сыхлавĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулĕ. Мĕншĕн тесен тăрнасен шутне тĕрĕс палăртма май парать. Тăрна «çыравне» хутшăнакансем - акци участникĕн свидетельствине, паха хыпарсем яракансем асăнмалăх парнесене тивĕçĕç.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: