Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Сентябрӗн 2023, 16:28

Пушкăртстанри шкулсене 528 пин ача кайнă

Республика управленийĕн центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Пĕлÿ кунĕнче, регионта парта хушшине 528 129 ача ларнă. Çав шутран 52,2 пин ытла ача шкула автобуссемпе çитнĕ. Ачасене турттаракан транспортсене пурне те ГЛОНАСС, тапограф, хăвăртлăха чакармалли хатĕрсемпе тата уçă алăка хупмалли системăсемпе тивĕçтернĕ.

Пушкăртстанри шкулсене 528 пин ача кайнă
Пушкăртстанри шкулсене 528 пин ача кайнă

Пур транспорт хатĕрĕ те тĕрĕслев витĕр иртнĕ. Вĕсем пĕтĕм Союзри патшалăх стандарчĕ (ГОСТ) ыйтакан нормăсене тивĕçтереççĕ. Çакна та палăртмалла, август уйăхĕнче республикăри  шкулсем паянхи кун ыйтакан 18 автобуслă пулнă. Вĕсенче кашнинчех 26-шар ача шăнăçать.

Аса илме, республикăри шкул автопаркĕнче пурĕ 1,5 пин автобуспа усă кураççĕ, вĕсенчен пинĕшне 2018 çул хыççăн туяннă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: