Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
14 Сентябрӗн 2023, 13:00

Пушкăртстан Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш «ГеоВызов» геологи чемпионачĕ ирттерет

Ĕпхÿ хулинче сентябрь уйăхĕн 16-22-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш  «ГеоВызов» геологи  чемпионачĕ иртĕ. Вăл Раççейри тата Пăхăнман патшалăхсен пĕрлешĕвĕнчи (СНГ) çамрăксен геологи юхăмĕн пултаруллă представителĕсене пĕрлештерĕ. Кун пирки РФ  Çĕр айĕнчи пурлăхсемпе усă курассипе ĕçлекен федераллă агентство (Роснедра) пĕлтерет.

Пушкăртстан Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш «ГеоВызов» геологи чемпионачĕ ирттерет
Пушкăртстан Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш «ГеоВызов» геологи чемпионачĕ ирттерет

«ГеоВызов» Раççейри тата Пăхăнман патшалăхсен пĕрлешĕвĕнчи геологи юхăмĕн представителĕсене – паллă ученăйсене, экспертсене, геологи профилĕпе ятарлă  вăтам тата аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсен студенчĕсене - пĕр çĕре пухĕ. Чемпионата хутшăнакансем Ĕпхÿ хулинчи тĕп мероприятисенче , Чишма районĕнчи «Патриот» паркра , Архангельск, Ишимбай, Гафури районĕсенче тĕл пулĕç.

Раççейĕн 12 регионĕнчи, Казахстанпа Узбекистанри пулас геологсен 18 командине 11 геологи ăмăртăвĕ, проектсем хÿтĕлесси тата  геройсен кăсăк ăмăртăвĕ кĕтет. Геологи ăмăртăвĕн тематикине палеонтологи, геохими, гидрологи, радиометри, минерологипе петрографи, геологи хушăкĕсем ăсталасси çул-йĕрсене кĕртнĕ. Роснедр агентствăпа вĕсене пăхăнса тăракан организацисен, çĕр айĕнчи пурлăхсемпе усă курассипе ĕçлекен компанисен, профильлĕ вĕрентÿ заведенийĕсемпе наука институчĕсен ертсе пыракан геологĕсем наставниксемпе экспертсем пулĕç.

 - Вĕрентĕве тата геологи отраслĕн профессине халăх хушшинче сарни, çут çанталăк пурлăхĕпе тĕрĕс тата пĕлсе усă курни, промышленность тата экологи хăрушсăрлăхĕн облаçĕнче çĕнĕ ыйтусене пурнăçа кĕртни хăйĕн çимĕçĕсене парать. Пирĕн çамрăксене экологи воспитанийĕ парассипе ĕçлемелле  тата çĕр айĕнчи пурлăхпа экологи енчен хăрушсăр, тавралăха сиен кÿмесĕр тĕрĕс усă курса ĕçлекен профессионалсене хатĕрлемелле, - палăртнă чемпионата йĕркелекен комитетăн председателĕ, ПР Правительствин вице-премьерĕ Азамат Абдрахманов.     

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: