Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Сентябрӗн 2023, 17:47

Пулăхлă çĕре юхăнтарнăшăн асăрхаттарнă

Ĕпхÿ районĕнче пултăран, армути тата ытти йышши хыт-хура пусса илнĕ 86 пин тăваткал метр ял хуçалăх культурисем ÿстермелли çĕр лаптăкне асăрханă.

Пулăхлă çĕре юхăнтарнăшăн асăрхаттарнă
Пулăхлă çĕре юхăнтарнăшăн асăрхаттарнă

Кун пирки Россельхознадзорăн регионти управленийĕ пĕлтернĕ.

Унсăр пуçне 15 пин тăваткал метр çинчи çĕрĕн пулăхлă сийне тĕп тунă: çĕрĕн пулăхлă сийне хырса илмесĕрех траншей чавнă. «Рассвет» ООО  участокăн арендаторне çĕре пăсма юраманни пирки асăрхаттарнă.

Çакна та каласа хăвармалла. Маларах республикăн икĕ районĕнче те  пăрахăçа тухнă çĕр лаптăкĕсем шыраса тупнă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: