Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Сентябрӗн 2023, 09:30

Ленинград блокадине лекнисене 50-шар пин тенкĕ тÿлĕç

РФ Президенчĕ Владимир Путин Ленинград хулине фашистсен блокадинчен ирĕке кăларнăранпа 80 çул çитнине халалласа  ««Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медале е «Блокадăллă Ленинград çынни» палла тивĕçнĕ Раççей Федерацин гражданинĕсене пĕр хутчен тÿлевпе тивĕçтересси» çинчен калакан указа алă пуснă.

Ленинград блокадине лекнисене 50-шар пин тенкĕ тÿлĕç
Ленинград блокадине лекнисене 50-шар пин тенкĕ тÿлĕç

Документра каланинчен çакă паллă: 2023 çулхи декабрь – 2024 çулхи январь уйăхĕсенче Раççейпе Латвинче, Литвапа Эстонире, Приднестровьепе Кăнтăр Осетинче тата Абхазире пурăнакан блокадниксем 50-шар пин тенкĕ илĕç.

РФ Ĕç министерствин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн Раççейре тата унăн тулашĕнче 61 пин блокадник пурăнать. Вĕсенчен чи çамрăкки 79 çулта, чи ватти – 109.

Раççей территоринче блокадăллă Ленинградран 58,734 пин çын кун кунлать. Вĕсенчен 80% - хĕрарăмсем. РФ чикки леш енче 1,083 пин çын тымар янă.

«Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медале 1,423 пин çын илме тивĕçнĕ.

РФ Социаллă фондăн Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун республикăра 35 блокадник пурăнать.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: