Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Сентябрӗн 2023, 12:22

Республикăри 54 нумай ача амăшне «Ача амăш мухтавĕ» медальпе чыслĕç

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров регионти  пилĕк тата ытларах ача çитĕнтерекен 54 хĕрарăма «Ача амăш мухтавĕ» медальпе наградăласси çинчен калакан указа алă пуснă.

Республикăри 54 нумай ача амăшне «Ача амăш мухтавĕ» медальпе чыслĕç
Республикăри 54 нумай ача амăшне «Ача амăш мухтавĕ» медальпе чыслĕç

Сумлă наградăна илме республикăра пурăнакан пилĕк тата ытларах ача çуратса ÿстернĕ 54 хĕрарăм тивĕçнĕ. Вĕсем  – Архангельск, Аскин, Авăркас, Баймак, Балтач, Пелепей, Белорецк, Пишпÿлек, Благовещенск, Бурзян, Гафури, Иглин, Караидель, Кигин, Краснокамск, Мишкин, Мияки, Нуриман, Учалă, Шаран районĕсенче, çавăн пекех Нефтекамск тата Ĕпхÿ хулисенче пурăнакансем.

Аса илме. «Ача амăш мухтавĕ» медале 1998 çулта йышăннă. Медальпе пĕрлех аннесене пĕр хутчен парăнакан тÿлевпе те тивĕçтерĕç. Вăл 50 пинпе танлашать. Маларах пĕр хутчен парăнакан тÿлев виçи 17 241 тенкĕ пулнă.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: