Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Сентябрӗн 2023, 11:48

Кăçаллăха «Пушкăртстан картишĕсем» программа вĕçленет

Республикăра кăçаллăха «Пушкăртстан картишĕсем» программа вĕçленет. Асăннă программа витĕмĕпе 2023 çулта 30 ял-хулари 206 картише çĕнетнĕ. Ăна пурнăçа кĕртме 1 миллиард тенкĕ тăкакланă.

Кăçаллăха «Пушкăртстан картишĕсем» программа вĕçленет
Кăçаллăха «Пушкăртстан картишĕсем» программа вĕçленет

Пур ĕçе те вĕçлемелли срок – октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ. Палăртнă ĕçсене мĕнле тунине хак парса (срокĕсене те шута илнĕ) ПР Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви çурт çумĕнчи территорие тирпей-илем кĕртес ĕç епле пынине кăтартакан мониторинг тата туса ирттернĕ ĕçе тĕрĕслессине йĕркеленĕ.

Ĕпхÿ хулинчи 57 картишĕнче кăçал тума палăртнă пур ĕçе те вĕçленĕ. Сентябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Кольцевая урамĕнчи 166, 166/1, 170/1 çуртсен  çумĕнчи «Пушкăртстан картишĕсене» уçнă. 27 пин тăваткал метр лапам çинче çĕнĕ çутă хунарĕсем, видеосăнав, ача-пăча тата спорт лапамĕ вырнаçтарнă, парковкăсене анлăлатнă, картишĕнчи çулсемпе тротуарсене юсанă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: