Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Октябрӗн 2023, 17:08

Çĕнĕ медицина учрежденийĕсем уçăлĕç

2023 çулта Пушкăртстанри ялсенче 75 çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ, 10 тухтăр амбулаторийĕ тата пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсен  пилĕк кабинечĕ ĕçлеме тытăнĕ. Кун пирки хăйĕн социаллă сечĕсенче республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин пĕлтернĕ.

Çĕнĕ медицина учрежденийĕсем уçăлĕç
Çĕнĕ медицина учрежденийĕсем уçăлĕç

 - Асăннă ĕçсем пурте «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçа кĕреççĕ. Асăннă наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ вара ялсенчи сывлăх сыхлавне çирĕплетесси тата çĕнетесси шутланать, - каласа панă министр.

Çакна та каласа хăвармалла. Ку кунсенче Айрат Рахматуллин Бирск районне кĕрекен Силантьево ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне уçнă çĕре хутшăннă. Медицина учрежденийĕ пур стандартсене тата санитари нормисене тивĕçтерет. Унта пациентсене йышăнмалли, вакцинаципе диспансеризаци ирттермелли  кирлĕ пек условисем пурте пур.

#РеспубликаБашкортостан#уралсасси#национальнепроекты#здравоохранение

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: