Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Ноябрӗн 2023, 17:43

Усăллă ялĕнчи историпе этнографи музейĕнче экскурсире

Ноябрь  уйăхĕн 13-мĕшĕнче Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн чăваш уйрăмĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем тата Çтерлĕ хулинчи ЧНКА пайташĕсем Ҫтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕнчи Чăваш историпе этнографи музейĕнче пулса курчĕç.

Усăллă ялĕнчи историпе этнографи музейĕнче экскурсире
Усăллă ялĕнчи историпе этнографи музейĕнче экскурсире

Хуçасем пире хавас кӑмӑлпа, ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташăпа кĕтсе илчӗҫ. ЧНКА ертÿçи Оксана Федорова çтерлĕсенчен, чăваш халăхĕ ятĕнчен тав туса сăмах каларĕ. Ялти «Вучах» наци клубĕн ĕçченĕсем илемлĕ юрăсем парнелерĕç. Музей ертÿçи Ольга Патраева çак ялта çуралса ÿснĕ М. Данилов-Чалтун çыравçăн, П.А. Емельянов ÿнерçĕн пурнăçĕпе  тата ӗҫӗ-хӗлĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех Ольга Серафимовна авалхи тумтирсемпе музейри тӗрлӗ япаласем ҫинчен каласа ӑнлантарчӗ. Лира Афанасьева вĕрентекен пуҫ тутрипе сурпана мĕнле çыхнине кăтартрĕ. Мударист Сафин тĕпчевçĕ Çтерлĕ тăрăхĕнчи чăваш ялĕсем мĕнле пулса кайни пирки тĕплĕн каласа пачĕ. «Тавах» ансамблĕн солистки Надежда Яковлева  юрă парнелерĕ пулсан, Ольга Никитина студент вара сăвă вуласа хавхалантарчĕ. Хăнасем  усăллăсене пысӑк тав сӑмахӗсем каласа савăнтарчĕç, ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.

 Чӑннипех те, ҫакӑн пек музейсенче пулса курни чӑваш халăхĕн йӑли-йӗркисене манма памасть. Ӗлӗкхи япаласене хӑвӑн куҫупа курни питӗ аван, чăнах та вĕсем пулнă вӗт-ха тесе  шухашлатăн.

Ольга НИКИТИНА, 2-мĕш курс студенчĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: