Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Ноябрӗн 2023, 14:48

Ярмулай ачисем авалхи чăваш вăййисене вылярĕç

Пелепей районĕнчи Ярмулай ял клубĕнче иккĕмĕш çул ĕнтĕ Пушкин карттипе кашни уйăхра тĕрлĕ мероприяти иртет. Унăн теми яланах çĕнĕ тата чуна тыткăнлаканни.

Ярмулай ачисем авалхи чăваш вăййисене вылярĕç
Ярмулай ачисем авалхи чăваш вăййисене вылярĕç

Акă, ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче культура çуртĕнче авалхи чăваш вăййисен тĕнчипе паллаштаракан пĕлÿ çул çÿревĕ иртрĕ. Халăх ваййисен ĕмĕрхи историйĕ мĕн авалтан ăруран ăрăва пырать. Вĕсенче халăх йăли-йĕркин чи лайăх тĕслĕхĕсем упранса юлнă. Халăх вăййисем вăхăта кăмăллă ирттерме çеç мар, çитĕнекен ăрăва  çаврăнăçуллă, хастар та пархатарлă  пулма вĕрентеççĕ.

Мероприяти хăнисем хăйсен мăн аслашшĕсемпе асламăшĕсен ачалăхĕн çĕршывĕнче пулса курчĕç. Çакна пурнăçа кĕртме асамлă арча пулăшрĕ.   Ачасем халăх тумĕсем тăхăнса «Халăх сăмахлăхĕ», «Уявсем» программа тапхăрĕсем урлă иртрĕç. Авалхи чăваш юррисене итлерĕç, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене аса илчĕç. Пурте хаваспах  «Йĕппе çип», «Чÿлмек», «Арча» тата ытти вăйăсене хутшăнчĕç. Юлашкинчен йăва чăваш халăх апачĕпе  сăйланчĕç. Çакăн йышши мероприятисем вăхăта хаваслă та усăллă ирттерме, çĕннине нумай пĕлме пулăшаççĕ.

Ярмулай ачисем авалхи чăваш вăййисене вылярĕç
Ярмулай ачисем авалхи чăваш вăййисене вылярĕç
Ярмулай ачисем авалхи чăваш вăййисене вылярĕç
Ярмулай ачисем авалхи чăваш вăййисене вылярĕç
Ярмулай ачисем авалхи чăваш вăййисене вылярĕç
Ярмулай ачисем авалхи чăваш вăййисене вылярĕç
Ярмулай ачисем авалхи чăваш вăййисене вылярĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: